Чĕре лăпланать - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Чĕре [чун, ăшчик] лăпланать сердце [душа] успокаивается.
...Аннеçĕм, ăнланап сана аван: Эп туртмасассăн çеç Чĕру лăпланĕ. Ю. Семенов. Пĕр хирĕçсе кайнă ăшчик ниепле те лăпланма пĕлмерĕ. Митта В. Пĕрле ӳснĕ тантăш, ял хĕрех, Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтри тăхлачă. Кам унран ытла хута кĕрес? Унпала ăшчик лăпланаканччĕ. П. Хусанкай. Тен, хире тухсан, хăвăртрах ĕçе тытăнсан, чун лăпланĕ, салху кăмăл хăех сирĕлĕ. А. Ĕçхĕл.