Хуралта тăр - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Хуралта тăр быть [стоять] на страже чего, быть [стоять] на (в) карауле [дозоре].
Тусăм халĕ аякра манран, Хуралта тăрать чикĕре. Юрăсем. Лăпкă пурăн эс, тăван ял, Эп сыхах тăратăп хуралта. Г. Орлов. Сӳнтерĕç пирĕн паттăрсем Вута вутпа. Курать тĕнче: Пирĕн ракетăллă çарсем Тăраççĕ мир хуралĕнче. Н. Евстафьев.