Хăлхара янра - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Хăлхара (хăлхасенче) янра 1. звенеть [шуметь] в ушах; 2. звучать в ушах [в памяти, в сердце].
1. Хĕлхем çăвать пин-пин çăлтăрсенчен, Шăнкăрав сасси янрать хăлхасенче, кĕç чĕтренме пуçлать шăпчăк юррийĕ. Уйăп М. Янрать чăваш чĕлхийĕ хăлхара, Ак çитрĕмĕр Шупашкара! Уйăп М. 2. Çак сăмахсем Варвара Васильевнăн хăлхинчех янăраса тăнă. Л. Агаков.