Хăлхана çурасла - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Хăлхана çурасла [çурас пек, хупламалла, хуплас пек] (кăшкăр, кĕрслеттер т. ыт. те) оглушительно (кричать, греметь ит. п.).
Часах радиола хăлхана çурмалла вăйлăн кĕрлесе кайрĕ. В. Ухли. Залри халăх, хăлхана çурас пек, шав çĕклерĕ, алă çупса ячĕ. В. Сатай. Унччен те пулмарĕ, йăл-ял турĕ те хăлхана хупламалла кĕрслеттерсе аçа шартлаттарчĕ. В. Ухли. Сасартăк каллех пăшал сасси кĕрлерĕ. Хăлхана хуплас пек янранă сасă та тăшман хăш çурта вырнаçнине пĕлтереймерĕ. В. Бурнаевский.