Ура çине тăрат - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Ура çине тăрат ставить [поднимать] / поставить [поднять] на ноги кого (1. восстановить; 2. вырасти, воспитать, довести до самостоятельности).
1. Муççа халăх вăрçинчен таврăннă çĕре Хĕлип хăйĕн хуçалăхне ура çине тăратнă. А. Артемьев. Шăпах çав выçлă-тутлă та çĕтĕк-çурăк тăхăннă çынсен ĕнтĕ ялти ишĕлчĕк пурнăçа ура çине тăратмалла. В. Краснов-Асли. 2. Вăл нумай тар тăкрĕ ачисене ура çине тăратасчĕ тесе. Коммунизм ялавĕ.