Сăнчăрне тат - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сăнчăрне (сăнчăрсене) тат [аркат, ват, салат] разрывать / разорвать цепи чего (оовободиться от чего-либо).
Хĕллехи хаяр çанталăк Сăнчăрне татать хĕвел. Я. Ухсай. Сăнчăра пĕччен татаймăн, Сансăр çутă кун кураймăн, Сӳнĕп кăлăхах. С. Шавли. Çак сăнар уйрам çынна мар, чуралăх сăнчăрне аркатса çĕнĕ тĕнче тума тытăннă ĕçхалăхне пĕлтерекен пĕтĕмлетнĕ сăнар пулса тăрать. П. Хусанкай. Чĕрĕ эс! Тыткăнланнă Гренада çапса ватĕ тăшман сăнчăрне. Ху çинчен те, хăвăн юрруна та Савса юрлĕç вара ĕмĕрне. Я. Хусанкай. Çапса-касса татрĕç çĕлен пуçсене, Чăлпар çеç салатрĕç чура сăнчăрне. С. Элкер.