Сăмсана каçăрт - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сăмсана каçăрт задирать [поднимать] / задрать [поднять] нос; син.: пуçа [куçа] çӳлте тыт.
Каçăртать те сăмсине, Кӳршине те палламасть. Г. Иванов-Таçук. Атьăр, хĕрсем! Юлтăр Журавлев сăмсине каçăртса. А. Ĕçхĕл. — Эсĕ сăмсуна каçăрт та, чипертерех халапла! — терĕ лешĕ те, сассине сисĕнмеллех хăпартса. А. Ĕçхĕл.