Сăмахран тух - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сăмахран [хушнинчен] тух [ирт] выходить / выйти из повиновения кого, чьего, ослушаться кого.
Нина, ку çырава вуласан, тен, ӳкĕнмĕ, малашне ман сăмахран тухмĕ. М. Трубина. Ялйыша юравлă пулăр! Аçу-анну сăмахĕнчен ан тухăр. И. Тукташ. Чим!.. Пинерпи?! Кампа тухса ларнă эсĕ? Аçу сăмахĕнчен иртес тетĕн-им? П. Осипов. Вăхăта вăраха ямарĕ Илле, Иссие çураçрĕ. — Пурте йĕркеллĕ пултăр, ватă атте-анне хушнинчен иртер мар, туй тăвиччен венчете тăратас, — пĕр каварлăн килĕшрĕç ваттисем. С. Аслан.