Сăмах вĕçерт - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сăмах (сăмаха) вĕçерт болтать зря; болтать / проболтаться, проговориться.
Вăл пит сăмах вĕçертекен этем. Игнатий Павлович çинчен Эс сăмахна таçта вĕçертрĕн. А. Алка. Анчах эс пĕлетĕн, Ăнланан аван: Пĕр сăмах вĕçертрĕн — Пин çынна сутан. П. Хусанкай. Пĕр вĕçертнĕ сăмаха нимĕнле йĕвенпе те тытса çăварлăхлаймăн ĕнтĕ.