Сасса хăпарт - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Сасса хăпарт 1. повышать / повысить голос на кого; 2. поднимать / поднять голос.
1. — Эс, шăллăм, сассуна ан хăпарт. А. Артемьев. Микула пуп пăлханнине туйсан, сассине татах хăпартрĕ. Н. Мранькка. 2. Прамун машина çăвĕпе витĕр хуралнă пысăк аллине сулса, хулăн сассине хăпартса, кашни сăмаха уçăмлăн калать. А. Артемьев. Телей парас ĕçĕн чăн чурине, — Юрлатăр вăл сасне хăпартса. Митта В.