Салам пар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Салам пар приветствовать / поприветствовать кого.
— Сăрапа салам памаллаччĕ те салтак ачисене, пирĕн тĕле кăçал çулĕ хамăр ĕмĕтленнĕ пек килмерĕ-çке, — терĕ кил хуçи арăмĕ. Н. Илпек. Аслă хĕрĕ тухать те Ашшĕне парать салам: — Апата кĕрсем, атте, Пиçнĕ хур пайламалла. П. Хусанкай. Пионерсем аллисене çĕклесе салам параççĕ. Митта В.