Намăс кăтарт - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Намăс кăтарт [кӳр] позорить / опозорить кого-что, срамить / осрамить кого-что; син.: намăса кĕрт [яр], мăшкăл кӳр, мăшкăл ту, ята çĕрт.
Нухратăн çав вăхăтра Урасмете ашшĕ умĕнче намăс кăтартасси килсе кайрĕ. К. Турхан. — Яра пар трибуна çине, виççĕмĕш ротăна намăс ан кăтарт, — хавхалантарчĕç ăна юлташĕсем. Белов. Чиркӳ тăрăх эс çӳрен, намăса мана кӳрен. В. Урташ.