Мала тух - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Мала тух выходить / выйти в передовые, становиться / стать передовым.
Вăл пĕлтĕр те районĕпех Мала тухса парне илсеччĕ. П. Хусанкай. Ай, маттур-çке, пит маттур Пирĕн колхоз каччисем. Сар хĕрсемпе ăмăртса Мала тухаççĕ вĕсем. И. Тукташ. Халь хурçă лашасемпе мар, хурçă кайăксемпе те эпир тĕнчипе мала тухрăмăр. В. Паймен.