Куççуль кăлар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Куççуль кăлар плакать / поплакать, заплакать.
Атте куççуль кăлармарĕ, çапах вăл хурланнине туйса илтĕм. Г. Луч. Хĕр татах чуптурĕ куккăшне, савăннипе тепĕр хут куççуль кăларса та илчĕ. В. Паймен. Харьяс шучĕпе, Маньăн ашшĕнех йăлăнса пăхмалла. Хусана яма тархасламалла, сăмахпа калани пулăшмасан, ашшĕ кăмăлне куççульне кăларса çемçетмелле пулнă. А. Талвир.