Куçпа тăрăн - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Куçпа (куçсемпе) тăрăн [тирĕн] впиваться / впиться глазами в кого, во что.
Самурайсем ун çине шурă куçпа çисе ярасла тăрăнчĕç. А. Артемьев. — Эсĕ ху ĕнесем патне хăçан кайса курнă, бригадир-коммунист юлташ? — ыйтрĕ Шихранов, Шурбин çине куçĕпе тăрăнса. В. Ухли. Нина чĕнмест. Пăрăнать те малалла утать. Пуçне уснă вăл, тĕлсĕр пăхакан куçĕсемпе çĕрелле тирĕннĕ. А. Ĕçхĕл. Иван вырăнĕ çинчен яшт! сиксе тăчĕ те çĕнĕ начальника куçĕпе тирĕнчĕ. Ю. Званацкий.