Йывăра ил - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Йывăра ил принимать / принять близко к сердцу; син.: чĕрене хурса йышăн, кăмăлна йывăр ил.
Суйса курман халиччен, ырă аннемĕр, ултав та туман çак куна çитсе, — калас сăмахăм, тен, йывăр пулĕ, çавах ăна йывăра ан илĕр. Н. Патман. Пăрасук пит хуйхă тытакан хĕр пулнă. Аякран çаврăнса тивнĕ сăмаха та вăл йывăра илнĕ. Ю. Скворцов.