Йĕркерен тух - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Йĕркерен тух 1. выходить / выйти из строя; 2. портиться / испортиться, избаловаться, разнуздаться; 3. сбиваться / сбиться с пути.
1. Нерв системи йĕркерен ан тухтăр тесен, ĕç вăхăчĕн режимне çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Чăваш календарĕ. 2. Килĕнче те, урамра та йĕркерен тухса каймасть. И. Малкай. Ăна яланах йĕркерен тухнă пупсен, кулаксен, кахалсен, ĕçке ернĕ çынсен рольне параççĕ. А. Артемьев. 3. Халиччен хăйне хăй пит йĕркеллĕ тытакан çын та кунта йĕркерен тухса кайма хăтланать. Хумма Ç.