Йĕп çăртинчен тух - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Йĕп çăртинчен [çăрти витĕр] тух пытаться / попытаться сделать что-либо невероятно трудное, невозможное.
Кĕрем-и вута, шыва чăмам-и, Çунмастăп эп, путмастăп эп. Тăван аннеçĕмшĕн пулсан-и — Йĕп çăртинчен тухатăп эп. В. Бараев. Иван Яковлевичăн, чăваш ачисем валли шкулсем тăвас тесен, йĕп çăрти витĕр тухмалла тенĕ пекех, чылай вăй-хал хумалла пулнă. И. Кузнецов.