Ĕнсе çине улăхса лар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Ĕнсе çине улăхса [утланса] лар садиться / сесть на шею кому, чью.
Шутла-ха, çакă вăл пурнăç тумалли çын пулать-и? Курăн акă, санăн ĕнсӳ çине утланса ларать те, эс вара [ни унталла, ни кунталла пăрăнаймастăн, таппа лекнĕ кушак кайăкĕ пек! Л. Агаков. Ту енчи çĕршыва тытса тăрас пулсан, мăрсасем сирĕн ĕнсе çине улăхса лараççĕ. К. Турхан.