Вара тытса - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Вара (варсене) тытса (кул, ахăлтат т. ыт. те) держаться за бока [за животы]; син.: каçса кайса кул, вар хытиччен кул.
Рамаш Трашунран тĕлĕннипе варне тытса кулса ячĕ. В. Паймен. Сунар станцине килнĕренпе ăна никам та генерал тесе шутлас çук, чи кулăшла халапсене вăл çаптарать, хăш чух темле мыскара шухăшласа кăларать те, юлташĕсем куçĕсене шăла-шăла, варĕсене тытса ахăлтатаççĕ. М. Кипек.