Алă пар - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Алă (ал) пар [тыт] 1. здороваться / поздороваться за руку с кем; 2. прощаться / папрощаться с кем; 3. приветствовать / поприветствовать кого-что; 4. подавать [протягивать] / подать [протянуть] руку помощи кому-чему.
1. Атăл урлă каçсан, мучие алă патăм. В. Алентей. Михха картиш алăкĕ урлă каçса тӳрех Çтаппан патнелле утса пычĕ те алă тытрĕ. Н. Мранькка. 2. Пысăккисем нихăçан та пирĕнпе, вĕтĕр-шакăрпа, ал тытса уйрăлакан марччĕ капла. Г. Луч. 3. Юрăçа эс, халăх, йышăн ал парса та ыр сунса. В. Урташ. Çут тавралăхăм! Пар аллăна Сан патна савăнса таврăнан ывăлна. Митта В.