уйăхла - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Н.И. Ашмарин. Словарь чувашского языка. 17 томный словарь чувашского языка, подготовленный проф. Н.И. Ашмариным.
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Словарь чувашского языка

уйăхла

ойăхла, назв. игры. Якейк. Ачасам алăран алă тытса, карталанса тăраççĕ. Пĕр ачи уйăх, тепри лопăр полать. Валтан уйăх картара, лопăр толта полать. Лопăр уйăхран: катти пар, тесе, итет. Уйăх: апи ятлать, тет. Çапла вăсам пĕр хут карта тавра çавăрнаççĕ. Онтан иккĕш те; ку ман! ку ман! ку ман! тесе, тепĕр хут çавăрнаççĕ. Çапла çавăрнсан, лопăр: ах, хырăм выçрĕ-çке! икерч çитар-ха, тет уйăха. Уйăх: ĕне чĕкĕри! — Хоран кокли çитар-ха? — Сысна пăх (пы̆х)! — Йохтармалли икерч. — Лаша чĕкĕри! — Сĕт. — Ĕне шак!. — Пыл çитар-ха. — Çын пăх (пы̆х)! — Каньхват. — Сысна пăх! — Мырă. — Сорăх пăх! (и т. д., и т.д.). Çакна туса пĕтерсен, тепĕр хут: ку ман! ку ман! ку ман! тесе, çавăрнаççĕ те, лопăр уйăха хăвалама пуçлать. Ачасам уйăха çол пĕре те чармаççĕ, лопăра çол чараççĕ. Лопăр, хăваласан-хăваласан, уйăха тытать те, уйăх полнă ачине кăçкăраççĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150