Эл-кӳл - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(к̚ ’ӳл’), назв. известного озера в Цив. у. Нюш-к. Нюш-к. Эл-кӳлрен Эл-кӳл пырĕ юхса анать (впадает в Маштаващ). Нюш-к. Эл-кӳл мĕнле пулни çинчен халăхсем хушшинче калакан юмах. Ĕлĕк-авал Эл-кӳл вырăнĕнче çаран пулнă, теççĕ. Çав Эл-кӳл вырăнĕнче аякри чăвашсем çаран çулнă чухне, утаманĕ виçĕ лашапа пычĕ, тет те, утă çулакансене сирĕлме хушрĕ, тет. Çынсем сирĕлсессĕн, утаманĕ куçран çĕтрĕ, тет. Вара çаран вырăнне шыв тухса тулчĕ, тет.