вăлта - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(вы̆лда), удочка. Сюгал-Яуш. Анчах кайма вăлтасене пуçтарса çыхрăмăр та, çирам (siс!) хĕрне хăпаратăпăр. Ib. Унтан тата вăлтасене сӳтрĕмĕр те, кайлах пулă тытма тапратрăмăр. Чаду-к. Эпир пĕр вырăна пытăмăр та, унта вăлтасем çине уман (= ăман) чиксе, шыва ятăмăр. Н. Седяк. Вăлта — уда. Кн. для чт. I, 1907,32. Ăна (ыраш-пĕтрине) валтаран илнĕ те, витрене янă.