вут кайăкĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
вут-кайăк, назв. мнимой птицы. А. Турх. Вут кайăкĕ — аист? Нюш-к. Вут-кайăк тăмана тĕслĕ, шанкăрчран пысăкрах. Вут-кайăк ăçта пурăннине никам та пĕлни çук. Яла-мĕне вут тухас умĕн анчах пырать. Кăçал мун-кунта Çĕн-Пуянкассинче вут тухрĕ. Вут тухаччен пĕр ик-виç эрне малтан çунас килсем çинче вут-кайăксем вĕççе çӳрерĕç. Пирĕн кӳрĕш матки: çав кайăксем яла килсен, аван мар, текен уна; у кайăк инкеке сисет, теççĕ, терĕ. (Мана куна Пуянкассисем каларĕ).