вершник - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
запруда, вершняк. См. арман. Уресм. Н. Седяк. Вершник — çӳлти пĕве. || Кучер. Альш. † Çуни çĕнĕ пулинччĕ, лаши кăвак пулинчĕ; вершник маттур пулинччĕ, вăр! çавăрса лартинччĕ. Ч. П. Хĕрĕх чăххи пыршине вершник умне лартрăмăр. Альш. Хай хôрсем патне «вершниксем» лашасем кӳлçе пыраççĕ... Ку «вершник» текенннсем хĕр сăрие каякан хĕрсен тетĕшĕсем (пит ватах маррисем) е шăллĕсем пулаççĕ.