йăр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(jы̆р), подр. ровному качанию. Альш. Юмăçăн алли вĕçĕнчи çăкăрĕ тикĕс сулланмас, лăнкăр-лăнкăр сулланать (переваливаясь на нитке): уçăлмас-ха, теççĕ. Уçăлнă вăхăтра çăкăр татăкĕ тикĕс, йăр-йăр (ровно) сулланать. Кукăр-макăр (= унталла-кунталла) суллансан: юмăçă уçăлмарĕ, теççĕ (гаданье не удается). || Полосами. Шел. 140. Шăннă чӳрече йăлт-çех çуталчĕ теминçе тĕслĕ йăр-йăр çутăпа. Сред. Юм. Ман кĕпе тĕрри йăр-йăр шôрă (полосами). || Турх. Çутă-çутă çава, йăр çаврăнса, пĕтĕм хире çутăлса курăнать: || Подр. быстрому движению скатываюшейся капли. Букв. 1904. Ăна курăк туни çумĕнчен йăр, юхса аннине курмалла та мар (не заметишь). Турх. Нумай-нумай пит тăрăх (по многим лицам) куç-çулĕсем йăр юхнă. || Подр. звукам камешка, брошенного на тонкий лед и скользящего по его поверхности. Сред. Юм. Пат тăвать те, йăр-йăр-йăр-йăр-йăрр! туçа, чарăнать. Пĕчикрех чола тинтерех шăннă пăр çине утсан, çапла сас илтĕнет. || Подр. движениям моли (т е. молявок) в реке. N. Пулă чĕпписем, йăр-йăр выляса, шана чĕпписене хыпса çӳреççĕ. Альш. Йăр-йăр пулă пулатăм, пăр айĕнчен чăмăтăм. («Быстрое движение, но не непрерывное, а порциями, как ходит рыба»).