ĕмпӳлле - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
игра в царьки. Якейк. Ачасам пĕр çĕре похăнса (вăтăрăн та вылляма йорать) икĕ ĕмпӳ уйăраççĕ; ĕмпĕве питĕ хытă чопакан ачасене анчах уйăраççĕ. Онтан вырăн виçеççĕ. Çирĕм-вăтăр отăм тӳрем çĕре виçеççĕ; варрине туя çапса лартаççĕ. Ăна кăран теççĕ. Икĕ пуçне тонтирсам прахаççĕ. Пĕтĕм выллякан ачасене икĕ пая (тăпă-тан) уйăраççĕ те, пĕр пайне пĕр ĕмпӳ, тепĕр пайне тепĕр ĕмпӳйĕ илет. Çав вылляма илнĕ вырăнăн ик пуçне икĕ патша хăйĕн çыннисампа тăрать. Пĕр патши тепĕр ĕмпӳн салтакне ячĕпе кăçкăрать. Леш, кăçкăрсанах, кăçкăрнă патша енелле чопать; çав ĕмпӳ таракан салтака тытма хăтланать; салтак, кăрантан тепĕр енелле тарса ӳксен, хăтăлать. Тытăннă салтак кăçкăрнă ĕмпӳйĕн полать. Каþан тепĕр патши пасăр кăçкăрнă ĕмпӳ салтакне кăçкăрать. Çапла пĕр-пĕр ĕмпӳн пĕр салтак йолмичченех вылляççĕ. Ĕмпӳве, пĕр салтаксăр тăрса йолсан, строй кăлараççĕ (прогоняют сквозь строй — наказание)