килĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(кил’э̃, к’ил’э̃), ступа. Н. Седяк. Янтик. † Вĕтĕ-вĕтĕ кĕрпене килле (в ступу) ярса тĕвеççĕ. СПВВ. N. Килĕ — сӳс ярса тӳмелли. Т. П. Загадки. Уйра ыхра килли ларат. (Пукра). Могонин. Килĕпе тĕвенçи. Ст. Шаймурз. † Икĕ килĕ кĕпе çурăм, пĕри хăмач, пĕри пӳс. СПВВ. МС. Тăвар тĕвекен килĕ. Орау. Тинкĕле çăнăхĕ (чит. -нŏх’) тума пĕçернĕ пăррия авăртаччен малтан пирĕн килĕпе (-бэ) тĕвеççĕ. См. çавра çил.