кил çĕленĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
домашняя змея. Альш. Чăвашсем каланă тăрăх, кирек хăш киле те çĕлен илешет пулат. Вăл çĕлен киле усалтан, тата ют çĕлен пырса илешесрен сыхлат пулат: çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе ют çĕлен сăхасран сыхлас пулат; ют çĕлен сăхсан та, тӳрлетет пулат. Кил çĕленĕ куçа курăнмас, теççĕ. Мĕшĕн те пулин курăнас пулсан та, ăна тимеççĕ: кил çĕленĕ кăмăллă, чуна шиклентермес, теççĕ. Пĕр-пĕр çĕлен мĕн пирки те пулин выльăха е этеме сăхсан, ăна çĕр йышăнмас пулат; вăл хĕлле те улăмсем айĕнче, унта-кунта пуранат пулат. Ун пек çĕлене чăвашсем юратмаççĕ: вĕлерме тăрăшаççĕ. Унăн усси çук, теççĕ.