каçар - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(каз’ар), прощать, миловать. N. Мĕн пур айăпу пулсан, каçар. НТЧ. Юмăçа пыни: мĕн парсан, каçарас пек (разгневанный киреметь, поразивший болезнью)? тет. Юмăçĕ: ку сирĕн пит çилленнĕскер; пĕр хур, виçĕ кăвакал, тата пĕр путексĕр каçарас çук, тет. Ердово. † Пирĕн çылăха торă каçарать. ЧС. Йывăçсем пулман пулсан, вăл икĕ килĕпех каçарас çук-мĕн те (пожар не ограничился бы двумя домами), йывăçсем чарнă.