пăчăх - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
задыхаться. Çутт. 154. Тĕтĕмпе пăчăхса лармăпăр-и унта? N. Сывлăш кĕмен çĕр пӳртре çын пăчăхса вилет. В. Олг. Туаттăш те вилсе кайнă пăчăхса (задохлись). Хурамал. Ача, сăпкара выртнă чух, çăварĕ çине витнĕ те, пăчăхса тарласа кайнă. Полтава. Ăшра сывлăш пăчăхать, «в груди дыханье стеснено». IЬ. Тĕксĕм чунĕ ăшĕнче кансĕрленсе пăчăхать («в нем мрачный дух не знал покоя»). Шел. 78. Пăчăхнипе пуçсене лăстăр-лăстăр силлеççĕ. Орау. Пӳртре мĕн пăчăхса ларан (киснешь)? Хастарлăх 34. Ĕçпе пăчăхни пурне çутатĕ. Якейк. Пӳртрен тохмасăр пĕрмай ĕçлекен çынна: пăчăхса ларать, теççĕ. Чертаг. Пăчăхтăр-и («ну те к шуту»), вăл сăмахпа йĕрĕннĕ те, тет. N. Унăн чунĕ тăвăрланса пăчăхса çитĕ, никам вĕрсе чĕртмесĕрех унăн ăш-чикки вут пек хыпса çунса çӳрĕ. || То же, что пăнтăх. Ишек. Пăчăхать (о хлебе, йĕпелле çапсан). || Сгинуть. Тюрл. Пăчăхрĕ, пропал, окончился, ничего не осталось.