пуслăх - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
гнет, притужина, притуг, бастрыг. СПВВ. Пуслăх= пуслăк. Чув. Сорм. Унтан вара лаша тытаççĕ те, пуслăх урлă каçараççĕ. Турх. Хĕрсем пуслăх çĕклесе тăрата-тăрата яраççĕ, пуслăх тăрăх тĕллесе каятăн, тиеççĕ. (Гаданье). Сред. Юм. Çĕнçол çĕрĕ послăх орлă лаша каçараççĕ, орлă каçнă чôхне лаша орине послăха тивертмесен, качча кайсан аван, тивертсен — аван мар полать, тет. Ib. Çĕнçол çĕрĕ хĕрсĕм послăх йăвантараççĕ: послăх кăш енелле йăванать, çав енелле качча каять, тет. Ст. Чек. Пуслăхпа çых. || Вага. Чутеево. Пуслăх — пĕкĕ авнă чухне пĕкке çыхса туртмалли.