пурне - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
, порне, (пурнэ, порн'э), палец. В. Олг. Порне, палец. Сред. Юм. Пурнесĕне тăта çапла ят параççĕ: пас пӳрне, палан ӳрте, ӳрте тирек, шĕм шĕмеккĕм, кĕчкĕне папи. Орау. Ăна та пурнепе туса яман вĕт, вăл та çынах. ПУ. Пуç пурне, шĕвĕр пурне, вăта пурне, ятсăр пурне, кача пурне. Собр. † Çӳлте çурта çунать-ĕçке, пурне пек, пурне пек тумлать-çке. Шорк. Пурни пур та, чĕрни çук. Ст. Чек. Качча кайсан, качак пурне кĕскелет, теççĕ; ача тусан, вăта пурне кĕскелет, теççĕ. Пир-авăр пĕтес тĕлĕшрен калаççĕ (т. е, убавится запас холста). N. † Учĕсем пулччĕр сарă пулччĕр, пурне пусас вырăнĕсем йăс пулччĕр. Шурăм-п. Çĕр айĕнче пурне пек çынсем пурăнаççĕ, тет. N. Ӳчĕ пурне пек татăла-татăла антăр. || Прозвище мужч. N. Пурне Йăван арманĕ. См. порня, порна.