пурăш - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
, порăш, барсук (зверь). ГТТ., СПВВ., Ст. Чек., Н. Карм., Н. Седяк. Пурăш-барсук. Нюш-к. Пурăш-вăрманта шăтăкра пурнакан сысна пек кайăк. N. Пурăш — йытă пек (вĕшле çăмсаллă). Кр. Чет. Порăш — çĕр айĕнче порнакан хора пĕчĕкрех йăтă пак кайăк. N. Порăш — йытă пак, хаяр, тăпрара порăнат тымар анче; ашĕ çула, амала каят. N. Эпе курнă тискер кайăк пурăш евĕрлĕ.