пылчăк - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(пыл'ц'ы̆к, пыл'џ̌ы̆к), грязь. Çамр. Хр. Тăп-тăр пылчăк пулса киле тавăрăннă (она). Янтик. Пĕтĕм урисем пылчăк! N. Пылчăк çинче карттус выртатчĕ. N. Пылчăк — ишмеле мар. Собр. Пылчăк çине кĕрсен, нихăçан та пылчăкланмасăр çук. (Послов.). Сред. Юм. Хĕрлĕ пылчăк= йĕпе хĕрлĕ тăпра; хôра пылчăк= й ĕпе хора тăпра. Ib. Пылчăк çинче ишет. Ходит по грязи. N. Пылчăк сирпĕнет (летит при езде). || Тина. Ст. Яха-к. Çăла супăне аврине чиксе ярса, çăл тĕпĕнчен пылчăк çавăрса кăларчĕ. Изамб. Т. Кукăртан иртсен урăхла: сылтăм енче пылчăк, сулахай енче тăмлăх (на р. Буле). Пшкрт. Пылчăк, топь. См. пулчăк.