шăпăрла - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.