шывăшлăх - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
край крыши. Тайба-Т. Шывăшлăх тăрăх шыв юхат, алă çума юрамаст. Н. Изамб. Шывăшлăх тăрăх шыв анать, ешке пĕçерме юрамасть. СПВВ. ИА. Чĕренче çиллĕ пӳрт çине шывăшлăх хураççĕ. СПВВ. ЕХ. Пӳрт çине витнĕ чухне пӳрт хĕрне хăвăл пĕрене хураççĕ, çавна шывăшлăх теççĕ. Ст. Чек. Хуралтă тăрринче хĕрринчи каштана шывăшлăх кашти теççĕ. СПВВ. ЕХ. Пӳрт çине урлă пысăк йывăç хураççĕ, çавна шывăшлăх теççĕ. Толст. 121. Унтан вăл шапасене пăхăр çекĕлсемпе çурт витти çумне, тимĕр шывăшлăх айне çака-çака хунă (подвесил их медными крючками к крыше под железный желоб).