шерни - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
то же, что кĕшерни. Янтик. Шерни çĕн çултан пуçласа тур шыва кĕриччен пырать. Ун чух хĕрсем хăйсен каччисем мĕнле пулассине пĕлесшăн тем те хытланаççĕ: сурăх тытаççĕ, чăхха тăхлан сахтараççĕ т. ыт. те. Ib. Шерни çĕрĕ тесе ыран çĕн çул тенĕ чухнехи çĕре калаççĕ (ночь на новый год). Ib. Шерни пашалу, шерни пăтти (пекут с вечера в ночь на новый гол). Ib. Шерни тăвас = пăтă пĕçерес, пашлу пĕçерес (пашлуна камакана хунă чухне уйрăм ыраш пĕрчи, тăвар, кăмрăк чиксе лартаççĕ. Кам пашлу кăмрак панчен çурлать, у вара ĕмĕр иртеччен пĕре те пуса (= пулса) çунмалла, камăн ырашпа тăвар панчен çурлать, у аван, çăкăр-тăварлă пурнать, теççĕ). Ib. Шерни тăвас, гадать (в указанную выше ночь). N. Çапла вара шерни йĕрки пĕтет.