шанк - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
подр. короткому стуку. См. МКП, 40. Сред. Юм. Пĕрене çôмĕнче ыйăхласа таянса ларнă чôх хам сисмен те, пуçа пĕрене çôмне шанк тутартăм. Лебеж. Кулен шанк-шанк. (Вутă касни). Собр. Йытти ленк-ленк, хӳри шанк-шанк. (Сӳс тыллани). N. Шанк, звук одного колокольчика. Тюрл. Шанк! выртать месерле (растянулся) Альш. Урисене шанк тăснă (умер). Б. Олг. Шанк тăрса тăратăн, тонката пак, вурсам (жни)! || Подр. остолбенению. Баран. 47. Тарас вырăнне (вместо того, чтобы бежать) хам шанк хытнă кайнă (остолбенел, при виде гадюки). N. Хаçатсене вулакан çынсем шанк хытса кайса ним пĕлмесĕр пăхса тăракан çынсем пек мар. || Совершенно. N. Шанк пăр çине пăрçа акрăм. (Çăлтăр). Янтик. Атя, Иван! Халь лашуна таханлат. Çулсем шанк пăр пулнă. Сред. Юм. Шанк уярĕ = пит уяр (пĕр пĕлĕт те çôк пôлсан калаççĕ). Ib. Малтан çăмăр çуса, кайран пĕр пĕлĕт те кôрăнми уяртса кайсан, шанк уяртнă, теççĕ.