шан - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
подр. звонкому звуку при стуке. Ходар. Пукрав иртсен тепĕр кунне харпăр çĕрте чӳречерен: „Эй, хуçи пур-и!“ — тесе шан-шан-шан тутараççĕ: — „Пирĕн пата сăра ĕçме пырăр!“ — теççĕ. (Шан — сотрясение стекол от удара по раме). Альш. Хура вăрман варринче шан-шан вутă касаççĕ (звонкий, отдающийся в лесу звук). Утăм. 1928, 77. Мунча патне чупса çитет те, хăма крышша чăмăрпа пĕрре пĕтĕм вăйпа шан! тутарать. Толст. Вирлĕ пынипе лашисем хăйсен хапхине шан! пырса перĕнчĕç, тет. Букв. 1904. Хураçка çăтăр-çатăр, çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех карĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ. Çутт. 20. Пусă хапхи шан тăвать. || Подр. звону. Альш. Чиркӳ старасти патне кайрĕç иртсе (проехали). Чан çапат çинçе кăна сасăллă: шан! шан! тутарать. N. Лаши отнă майĕпе шанкри шан-шан туса пырать. Орау. Сехечĕ паян, шанн тăвать, бьют часы. Шорк. Вăрманта шанн-шанн вотĕ касаççĕ. Ib. Вăрманта шанн çатрака хуçаççĕ. N. Пăшал сасси шанн (шăнн) туса карĕ (выстрел в лесу).