шалпар - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(шалбар), длинный, мешковатый, свободный, просторный (об одежде); неуклюжий. СПВВ. ИФ. Шалпар — пушă. Ст. Чек. Шалпар — просторно. К.-Кушки. Шалпартарах, просторный (об одежде). N. Шалпар — широкий. Ядр., Цив. Шалпар — слишком широкий, свободный: кĕпе, урапа кӳпчекки, çĕлĕк. N. Калмăксем тăларан çĕленĕ вăрăм сăкман, шалпар тăла йĕм тăхăнаççĕ. Шел. П. 63. Вăрăм, шалпар, шурă пиртен çĕленĕ кĕписен çĕввисене пурне те тăрăшшĕпех алă лаппи сарлакăшĕ пурçăнпа тĕрленĕ. Альш. Мана шалпар шăлавар çĕлесе пачĕç (слишком широкие). Ib. Шалпар сăкман, широкий кафтан. Трхбл. Çурттук ытла та шалпар. Сюртук черезчур велик. N. Пупăн вара 50 тенкĕ хытă пуян аллинчен пысăк шалпар кĕсйине шанкăртатса кĕрсе ӳкнĕ.