кĕлен - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
клянчить. Изамб. Т. Мĕн кĕленетĕн? Что ты клянчишь? Альш. Вырăншăн кĕленсе çӳрет. Клянчит о месте. Ib. Чĕмпĕре мĕн кĕленме килнĕ-ши ĕнтĕ кунта? (чего добиваться, клянчить?). Ib. Çав вырăншăн кĕленсе çӳретпĕр (вероятно, клянчит). Юрк. Хăш чухне тата салтак çими начар, çиме çитмест, тесе, кĕленет. Орау. Тапак та илимастни ĕнтĕ, çынран кĕленсе çӳрен? N. Мĕн тума кайрĕ вăл Чĕмпĕре? — Вырăн кĕленме карĕ пулĕ. Сред. Юм. Кĕленсе çӳрет, тесе, çынтан тилмĕрсе, ыйтса çӳрекене калаççĕ. Ст. Чек. Кĕленсе çӳрет. 1) Просит милостыню; 2) Побирушничает («берет в долг и не возвращает»). Н. И. Орл. Кĕлмĕç пек... кĕленсе лар çанта! Сиди тут и клянчи! (Так отозвался он об уженьи рыбы). КС. Тек кĕленсе çӳрет. Все клянчит.