кĕл вучохĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(вуџ̌аhĕ), кĕл вочаххи (воџаххи), кĕл вăчах (вы̆џ̌ах), печная горнушка для выгребания золы. Альш. Чăнах та тăмран ача тăваççĕ, тет те, кĕл вучахне хытарма лартаççĕ, тет, кăна (сказка). N. Хай пуп пахча енне тухат, тет те, тӳрех кĕл вучахне сикет, тет (сказка). Собр. Кĕл вучахĕпе вутлă вучах. Сред. Юм. Кĕл вăчах тесе, кăмака панче вăт хотнă чôхне кĕл кăларакан вăчаха калаççĕ.