кăнтăр енĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
юг. Нюшк. Пирĕн ялти Кулюк карчăк (Параппан Кулюк), тата кукша Михала, мунчаран тухсан, тăват енне: çурçĕр енне кăнтăр енне, мал еннипе (на восток) кай енне пăхса, сăхсăхаççĕ. Малтан кăнтăр еннелде пăхса сăхсăхаççĕ. Ib. Кукша Михала çăмăр чӳкĕ тунă чух сылтăм аллипе сăхсăхаччĕ, сулахай хулĕ хушшинче çĕлĕкне тытса тăчĕ. Чӳк сăмаххисене каласа тухаччен, пăрмаях кăнтăр енелле пăхса тăчĕ. СЧУШ. Тырă кăнтăр енелле тайăлнă пулсан, тепĕр çул тырă аван пулать. Мыслец. Кăнтăр енчен, с юга. СПВВ. Кăнтăр енĕ, кăнтăр ăшши.