Кӳлĕ вăкăрĕ - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
назв. духа. КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ кӳлле тытса тăракан таса хире çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк çиме тухнă. Ăна вуник майракаллă пăлан курнă та, вуник мăйрипе тĕкес, тенĕ. Кӳлĕ вакăрĕ ăна хайне вуник мăйринчен (= мăйракинчен) çаклатса, вуник уй урлă ывăтса янă, вуник татăк тунă; кашни татĕк (= татăкĕ) вуник пăт туртнă, пĕр татăкĕ кӳлле вуник хутчен чӳк пама çитнĕ. Халь эпир сана вуник хутчен чӳк парса, вӳник хутчен çырлахтаратпăр. Эй кӳлĕ, çырлах!