хавха - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
молва, слух. Чăв. й. пур. 20°. Тепĕр кунах Кĕрккăна вĕлернĕ тесе хавха кайнă. N. Вăл ман çинчен халăха хавха янă. Череп. Хавха сарăлчĕ, прошел слух (о чем-либо). Ib. Ун çинчен ял çине хавха сарăлчĕ. || Радость. Байгул. † Пирĕн инке пуласси качча каяс хавхипе купăста шывĕ сапман, тет. || Тревожный. См. халхав. Ала 55°. Уяччен те пулмарĕ, хавха чан çапа пуçларĕ. || Слабо. Шорк. Пурана арпа пит хавха тултарнă.