тăрри - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(ты̆рриы), жаворонок. Питушк. N. Тăрри çăмарта тунă чух, куракăн кучĕ ыратнă, тет. N. Чи малтан тăрри сасси илтсен, выртса йăвансан, сиккелесен, пăрçасем çухалаççĕ, тет. Нюш-к. Тăрри — çуркунне, юрсем кайса пĕтсен, уйра трил! трил! тесе: пĕрре çӳлелле вĕçсе ухать, тепре аялалла вĕçсе анать. Хĕрсем е ачасем: тăрри, тăрри, (Варук) качча каяс пулсан, (Пликка) авланас пулсан, çӳлелле ух! теççĕ. Тăрри каланă пек тусан, мĕн çинчен калани пулать, теççĕ. Сенчук. Икĕ чĕкеç, пĕр тăрри çурт пуçĕнче вăййисем. || Ленивый. СПВВ. МС. Тăрри — кайăк (жаворонок); айван çын.