тăри - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(ты̆ри, тŏри), жаворонок. Ст. Чек., Пшкрт. Зап. ВНО. Çуракине çитсессĕн, трр!.. и, трр!.. и, тăри сасси. Алешк. Тăри юрласа çӳлелле хăпарнине: хăй пурттипе шурă пĕлĕт касма хăпарат, теççĕ; каялла аннине: пурттине ӳкерсе, пурттине илме анат, теççĕ. Б. Олг. Тăри (тŏри): тăри тăр-тăр-тăр! тăри тăр-тăр-тăр! портти ӳктĕр, тет, çĕççи ӳктĕр, тет. N. Тăри тăрмичак, Хусан кулачи парам, чак тăрăнса лар.