туттăр - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
тоттăр (тутты̆р, тотты̆р), платок. КС. Ман çумран иртсе пынă чухне туттăрĕ мана питрен тиврĕ. Шорк. Тоттăр, тоттăрăм, тотру или тоттăрă, тотруна или тоттăрна, тотрине или тоттăрне, тоттăрĕ или тотри. Все другие формы образуются от тотру и тоттăрă. Якейк. Тоттăрĕ и тотри, тоттăрне и тотрине, тоттăрна и тотруна, тоттăрăнтан и тотрунтан. Атмал-к. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕç тутри, вĕçсе каяс сасси пур. || Тряпка. КАХ. Часрах тăпра хурса, е ыраш çăнăхĕ хурса, таса шурă туттăр татăкĕпе пит хытă туртса çыхаççĕ (рану).